Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Канаш районӗ

Статистика

Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.

Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.

Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Килти выльӑх-чӗрлехе вӑрласа кайни — полици ӗҫченӗсен практикинче тӑтӑшах тӗл пулакан пулӑм. Ҫакӑн пек чӗретлӗ пӑтӑрмах хальхичне Канаш районӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ.

Асӑннӑ районӑн пӗр ялӗнче пурӑнакан арҫын час-часах сыпкалама юратнӑ. Ҫакӑн пек хӗренкеленӗ кунӗсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн килӗ умӗнче сурӑха курах кайнӑ. Урамра никам ҫуккине кура вӑл выльӑха хӑйӗн кил хушшине астарса кӗртнӗ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫитне ҫӗрелле хайхи арҫын килти выльӑха пусса ваклама та ӗлкернӗ.

Паянхи куна ют кил хуҫисен выльӑхне тытса ҫиме юратакан арҫынна хирӗҫ пуҫиле ӗҫне пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66311
 

Вӗренӳ

Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информаци тӑрӑх унта халӗ ачасем вӗреннипе вӗренменнине ӑнланса илме йывӑр. Ӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхсан, вӑл хупӑннӑ шкул мар-ши тесе те шухӑшлас килет. Е, тен, ҫук та пуль — икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт ӗҫлекенскерех-тӗр. Вӗренекенӗсем сахал пирки аххӑртнех шӑпӑрлансем валли вырӑн туса парасшӑн пулӗ… Юрӗ, апла-и, капла-и, пуҫа ытлашши ватар мар…

Паян унта юсав ӗҫне пуҫарса янӑ. Шкула ҫӗнетсе 92 вырӑнлӑх ача пахчи уҫмалла тӑвасшӑн. Ҫак ӗҫ валли 45 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулать.

Сӑнсем (10)

 

Ҫак ятпа Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлти «Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗ» бюджет учрежденийӗнче калаҫу сехечӗ ирттернӗ. Унта камсене чӗнни пирки ял тӑрӑхӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацирен ӑнланса илме йывӑртарах-ха. Анчах ачасемпе калаҫу ирттернӗ тенине шута илсен вырӑнти шкулта вӗренекенсем-тӗр тесе тӗшмӗртме пулать.

Мероприяти вӑхӑтӗнче аслисем эрех-сӑра сиенӗ пирки ӑнлантарнӑ. Ҫакна ӑша хывтарма плакатсемпе ваттисен сӑмахӗсем тӑрӑх тӑрӑшнӑ.

 

Владимир Воронков Олимп чемпионӗ
Владимир Воронков Олимп чемпионӗ

Нумаях пулмасть Канаш тӑрӑхӗнче 1972 ҫулта Японире иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче 1944 ҫулта ҫуралнӑ. Канаша Олимп чемпионӗ тӑванӗсем патне хӑнана пынӑ.

Владимир Воронков пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнпе хӑй ячӗпе хисепленекен Канашри спорт шкулне кӗрсе курнӑ. Унта вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи уҫӑ первенствӑна кайма ӗмӗтленекен йӗлтӗрҫӗсем тупӑшӑва епле хатӗрленнине хакланӑ. «Локомотив» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне те ҫитсе курнӑ. Унтан Канаш хулинче ҫав кунсенче мини-футбол енӗпе пӗрремӗш хут иртекен чемпионата уҫнӑ май пӗрремӗш мечӗке тапнӑ.

Канаша Олимп чемпионӗ тепӗр хут раштав уйӑхӗнче килсе ҫитме шантарнӑ. Унччен вӑл Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнма ӗлкӗрӗ…

 

Канаш хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.

Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.

Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.

— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне Канашра та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.

Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66079
 

Ку пулӑм пирки район администрацийӗн сайтӗнче хыпарлани тӑрӑх хакласан, унти тӳре-шара ҫак ӗҫе унччен те хутшӑнни пирки тавҫӑрма май килет. Йывӑҫ лартмалли акцие «черетлӗ хутчен» тухнӑ тесе пӗлтернӗ унта. Хальхинче те вӗсем Аслӑ Асхва Пикшик ялӗ патӗнчи «Тухӑҫ» стадиона тухса кайнӑ. Унта вӗсем 200 хурӑн хунавӗ лартнӑ.

Пӗтӗмпе вара ҫак кӗр районӗпе пурӗ 2,3 пин ытла йывӑҫ-тӗм лартса хӑварнӑ. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче тӑрӑшакансем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем хутшӑннӑ.

Сӑнсем (7)

 

Ҫумӑр тӑтӑш ҫуса тӑнипе ҫӗрулми кӑларасси республикӑра пысӑк йывӑрлӑхпа пырать. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫак уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ-мӗн.

Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн ҫурринчен кӑшт кӑна ытларах кӑларнӑ — пурӗ 5 550 гектар е 52,5 процент. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 152 центнера ларать. Ҫӗрулмине кӑларасси Красноармейски, Етӗрне, Комсомольски тата Канаш районӗсенче уйрӑмах майӗпен пырать.

Ял хуҫалӑх министрӗ ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫе техникумсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсене, «тен, шкулсене те» явӑҫтарма сӗннӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вӗренӳ учрежденийӗсен тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле татса пама сӗнсе хӑварнӑ.

 

Авӑнӑн 19-мӗшӗнче каҫ-кӳлем «Канаш» чӑх-чӗп фабрикин складне вӑйлӑ ҫулӑм хыпса илнӗ пулнӑ. Кун ҫинчен республикӑри ИӖМ служби пӗлтерет.

Турра шӗкӗр, сиксе тухнӑ инкекре никам та сусӑрланман. Regnum хыпарлав агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх складра 10 тонна тырӑ тата ҫав виҫепех хӗвелҫаврӑнӑш жмыхӗ ҫунса кайнӑ. Складра пӗтӗмпе 400 тонна тырӑ упраннӑ иккен.

Ҫуннӑ лаптӑк — 1 260 тӑваткал метр. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫулӑма хӑвӑрт-хӑвӑрт сӳнтерсе утӑ упранакан ҫурт-йӗре, птичника тата ытти 3 миллион тенкӗ ларакан пурлӑха ҫӑлса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ ӗҫре 11 ҫын тата 4 техника единици хутшӑннӑ.

Паяна пушар тухнӑ сӑлтавӗ паллӑ мар-ха.

 

Ҫак кунсенче Канаш районӗнчен тухнӑ ҫынсене пӗрлештерекен «Канашсем» ентешлӗхӗн президиум ларӑвӗ иртнӗ — унта тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе явнӑ, ҫав шутра Чӑваш наци конгресӗн ҫитес Аслӑ пухӑвне кама ямаллине те.

Лару хыҫҫӑн хатӗрленӗ протоколта (шел те, ӑна вырӑсла ҫырнӑ: е Анатолий Кипеч протокол ҫырма чӑваш чӗлхине кирлӗ шайра пӗлмест тесе шутлать, е ҫыруҫи, Юрий Тарасов, чӑвашла лайӑх пӗлмест — калама ҫук) ЧНК хӑйӗн ӗҫне япӑх пурнӑҫлани пирки асӑннӑ. Халӑхра та имӗш, чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллах мар. Чӑваш халӑхӗн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организаци ларӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе концертсемпе илемлӗх конкурсӗсене ирттерекенсен шайне анса ларнӑ. Конгресӑн чаплӑ ятне тавӑрас тесен ӑна малашне тивӗҫлӗ ҫын ертсе пымалла — «Канашсем» ентешлӗх вӑл ҫын вырӑнӗнче ЧАП партийӗн ертӳҫи пулнӑ Лукианов Николай Егоровича курать. Ҫак кандидатурӑпа вӗсем ытти ентешлӗхсене килӗшме сӗннӗ.

Аса илтеретпӗр, ЧНК Аслӑ пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Унта, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ Президента суйламалла.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, [79], 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть